
Улатӑр округӗнче тивӗҫлӗ канури арҫын инфаркт пулсан юханшыв хӗрринчи тӗмӗсен хушшинче икӗ талӑк пулӑшу кӗтсе выртнӑ.
Унӑн ури утма пӑрахнӑ, кӑшкӑрсан та никам та илтмен – шыв сасси таврара кӗрленӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра суд приставӗ Илья Блуднов ӗҫпе юханшыв хӗррине килнӗ, тӗмӗсен хушшинче темӗн хускалнине асӑрханӑ, такам йынӑшнине илтнӗ те патне пынӑ. Арҫынна курсан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Ҫак ӑнсӑртран пулнӑ тӗлпулу ватӑ арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ. Тухтӑрсем ӑна вӑхӑтра пулӑшса ӗлкӗрнӗ.

Республикӑра пӗр талӑкра типӗ курӑк ҫуннине пула икӗ пушар тухнӑ.
Вӗсенчен пӗри Шупашкарти «Травянка» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман, вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Тепӗр тӗслӗхӗ Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта типӗ курӑк пӗр гектар лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Республикӑра халӗ пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах ҫиллӗ ҫанталӑкра асӑрхануллӑ пулмалла.

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре телерадиовещание вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Ку хӑш-пӗр ялсене пырса тивет.
Ҫак тапхӑрта телекурав тата радио чӑрмавсемпе ӗҫлеме пултарӗ. Акан 20-мӗшӗнче (01:00–10:00 сехетсенче) Шупашкара, Ҫӗрпӳ хулине тата Йӗпреҫ поселокне пырса тивӗ ку. Акан 21-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Улатӑр округӗнчи Первомайски поселокӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемӗ. Акан 22-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Тӑвайра чарӗҫ. Акан 24-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче чӑрмавсем пулӗҫ.

«Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн республика тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Финала тӗрлӗ округри 23 педагог хутшӑннӑ. Вӗсем пурте уҫӑ уроксем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, хӑйсен методикисемпе паллаштарнӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 8 лауреата суйланӑ. Ҫӗртерӳҫӗ ятне вара чыславра кӑна пӗлтерӗҫ.
Сакӑр лауреат йышӗнче ҫаксем: Елчӗк округӗнчи Кристина Александрова, Шупашкарти Анна Виноградова, Шупашкар округӗнчи Татьяна Григорьева, Улатӑр округӗнчи Ольга Крисанова, Куславкка округӗнчи Людмила Новикова, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Татьяна Соколова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Тарасова, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Наталья Шипунова.
Чыславра ҫӗнтерӳҫӗ ятне палӑртсан вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тапхӑрта хатӗрлемешкӗн хатӗрленме тытӑнӗ.

Эпир ытларах чухне арҫынсем алимент тӳлеме юратманнине пӗлетпӗр. Мӑшӑрӗсемпе уйрӑлсан вӗсем укҫа арӑмне каять тесе шухӑшлама пуҫлаҫҫӗ, ача сахалтан та кунне виҫӗ хутчен апатланни, ун валли тумтир, ытти япала туянмалли пирки шухӑшласшӑн мар. Паллах, пур арҫын та, тата тӗрӗсрех каласан, пур ашшӗ те апла мар-ха. Теприсем нимле алиментсӑрах кӑмӑлтан тӳлесе тӑраҫҫӗ.
Улатӑр районӗнче вара амӑшӗ хӑйӗн ачисене алимент тӳлесшӗн пулман. 36-ри хӗрарӑма суд приставӗсем темле ӳкӗте кӗртме хӑтлансан та вӑл итлемен. Парӑм 500 пинрен иртсе кайнӑ.
Малтанласа приставсем ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Миравай судья 40 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн та хӗрарӑм парӑма татма шухӑшламан. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн укҫа тупӑннӑ — алимент парӑмне тӳлесе татнӑ.

Улатӑр округӗнчи Восход поселокӗнче пурӑнакан хисеплӗ мӑшӑр пархатарлӑ туя паллӑ тунӑ. Василий Михайловичпа Антонина Павловна сахал мар пӗрле пурӑнаҫҫӗ – вӗсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ.
Тюгашкинсен туслӑхӗ совхозра пуҫланнӑ. Василий унта лашасем пӑхнӑ. Антонина вара вӗренӳ хыҫҫӑн направленипе унта ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла пӗр-пӗрне курса туслашнӑ вӗсем. Нумай туслӑ ҫӳремен – ҫулталӑкран ҫемье ҫавӑрнӑ.
Кайран вӗсене Алтай крайне ҫерем ҫӗтме янӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан вара Тюгашкинсем ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Тюгашкинсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун вӗсем 5 мӑнукпа, 9 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Улатӑр округӗнчи Кире посёлокӗ ҫывӑхӗнче ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре усӑ курмалли хӑйӑрӑн ҫӗнӗ вырӑнне тупнӑ. Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министерстви ҫакна ҫирӗплетнӗ: ҫӗнӗ вырӑнтан пурӗ 2,76 миллион кубометр хӑйӑр кӑларма пулать. Ку пысӑк пуянлӑха «Анмар» общество тупса палӑртнӑ.
Республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗ Эмир Бедертдинов каланӑ тӑрӑх, кунти хӑйӑр пахалӑхлӑ, вӑл ҫурт-йӗр тӑма юрӑхлӑ. Ҫак ҫӗнӗ вырӑн регионти строительсене кирлӗ материалпа тивӗҫтерме пулӑшӗ.
Чӑваш Республикинче пӗтӗмпе ҫӗр айӗнчи пуянлӑхӑн 219 вырӑнӗ пур, вӗсенчен ытларах пайӗ, 135-шӗ — хӑйӑрпа тӑм кӑлармаллисем. Вырӑнти материала кӑларни ҫурт-йӗр тӑвакан предприятисен тӑкакӗсене палӑрмаллах чакарма май парать.

Улатӑр округӗнче ҫак кунсенче ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнакан Анатолипе Валентина Батмановсене чысланӑ.
Вӗсен юратӑвӗ Мордва Республикинчи Урусово ялӗнче пуҫланнӑ. Анатолий Андреевич салтакран таврӑнсан ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Валентинӑна ҫураҫма кайнӑ.
Батмановсем икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ виҫӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Улатӑр округӗнчи Знаменка поселокӗнче пушарта 68 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку инкек ӗнер пулнӑ. Йывӑҫ ҫуртра стенасем, сӗтел-пукан ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫи, 68-ти арҫын, килтех пулнӑ. Вӑл тӗтӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электроплитана пула тухнӑ. Ҫулӑм 26 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
